Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ку пукана Владимир Михайлова шаннӑ.
32 ҫулти Владимир Юрьевич харӑсах темиҫе предприятие ертсе пынӑ. Вӑл «РегинИнвест», «МВМ Групп» тулли мар яваплӑ обществӑсен гендиректорӗ шутланнӑ, унсӑр пуҫне — «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн учредителӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «МВМ Групп» ҫӗр чавассипе Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та тимлет. Регион ертӳҫипе тӗлпулнӑ чух Владимир Михайлов хӑйсен предприятийӗ аван ӗҫлесе пыни тата ытти ҫитӗнӳ пирки каласа кӑтартнӑ. «Кадрсене хаклатпӑр. Пӗри кайса тепри килни пирӗн патра ҫук», — ӗнентернӗ вӑл Элтепере.
«Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Стройминӑн унчченхи ертӳҫине Олег Маркова авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче унччен те ҫум должноҫӗнче пулнисене малтанхиллех ҫемҫе пукан йышӑнма ирӗк панӑ.
Аса илтеретпӗр, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе республикӑри Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне Юстици министерствипе пӗрлештернӗччӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ведомствӑра министр ҫумӗсене ҫирӗплетнӗ. Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Ольга Казаринӑна тата Юстици министерствинче ҫум пулнӑ Алексей Вязова реорганизациленӗ органта унчченхи шайри должноҫсемех лекнӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана шаннӑ.
Чӑвашстат республикӑра мӗн чухлӗ ҫын ӗҫленине тишкернӗ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе вӑй хуракансене, ӗҫрен кӑларса янисене те тишкернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприяти пуҫарӑвӗпе 3000 ытла ҫынна тулли мар ӗҫ кунӗ ҫине куҫарнӑ. Штата кӗскетнине пула ӗҫрен кӑларса янисене вара пушшех те йывӑртарах. Унашкаллисем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта – 1090 ҫын.
20 пин ытла ҫынна вара тӳлевсӗр отпуска янӑ. 13 пин ытла хӗрарӑм декрет отпускӗнче ларать. Статистикӑна пӗчӗк предпринимательлӗхре вӑй хуракан ҫынсене шута илмесӗр хатӗрленӗ.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫлӑх пуканне йышӑнма пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн ертӳҫин лавне туртакана ҫирӗплетме паян комисси йӗркеленӗ. Йыша республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене: либерал-демократсен партийӗн пайташне Сергей Белобаева тата «Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташне Юрий Кислова, ЧР Президент Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Юрий Садовникова, Социаллӑ тата культура программисен фончӗн ертӳҫине Михаил Федотова кӗртнӗ.
Улатӑр хула администрацине хальлӗхе Татьяна Ежова, унччен вӑл пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, ертсе пырать.
Маларах эпир Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли комисси пайташӗсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗччӗ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ведомствӑра иккӗмӗш пукан йышӑннӑ Анатолий Яковлева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Анатолий Петровича министр ҫумӗнчен кӑларасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян 735-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Сӑлтавне те кӑтартнӑ: министр ҫумӗ урӑх ӗҫе куҫать.
1964-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Анатолий Яковлев 1979-1983-мӗш ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче, кайран Уралти вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине вӑл Вологда ҫӗрӗ ҫинчи лесничествӑсенчен пӗринчи вӑрманҫӑран тытӑннӑ. Чӑваш Енре те тӗрлӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ, ҫав шутра Сӑнавлӑ вӑрман хуҫалӑхне ертсе пынӑ. 2011 ҫулта ӑна министр ҫумӗн пуканне шанса панӑ.
Шупашкарти Гладков урамӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайни пирки эпир те пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ шкул директорӗн вакансине кам йышӑнассине палӑртмашкӑн конкурс ирттернӗ.
Конкурса ирттересси пирки ҫурла уйӑхӗн варринче пӗлтернӗ. Директор пуканне кам йышӑнассине авӑн уйӑхӗн варринче палӑртма шухӑшланӑ. Анчах конкурс тӑсӑлса кайнӑ.
Конкурса иккӗмӗш хут ирттернӗ. Хальхинче директора палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Татьяна Львовна Николаева пурнӑҫлӗ. Вӑл халӗ Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула ертсе пырать.
Аса илтерер: шкулта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтерме палӑртнӑ.
Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлекенсене малашне тава тивӗҫлӗ ятсем пама тытӑнӗҫ. РФ ШӖМӗн регионти ведомствине ертсе пыракан Сергей Неяскин Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче «Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята йышӑнма сӗнсе каланине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Министр сӗнӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ ырласа йышӑннӑччӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче хисеплӗ ҫак ята пама килӗшнӗ. «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О государственных наградах Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен» Чӑваш Республикин саккуне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен») 56-мӗш номерлӗ саккуна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Улатӑр хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, лару ирттернӗ. Вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов ӗҫ вырӑнӗнчен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Седов заявлени хӑй ҫырнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне килӗшӳ вӑхӑчӗ тухичченех хӑварӗ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова пурнӑҫлӗ. Ку вырӑна вӑл ыран, юпа уйӑхӗн 20мӗшӗнче, йышӑнӗ.
Депутатсем ларура Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Чӑваш Республикинче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасть. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Паян иккӗмӗш сессири черетлӗ лару иртнӗ. Ӑна Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Парламентари 30 ыйту пӑхса тухнӑ. Депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Куншӑн 37 депутат сасӑланӑ, виҫҫӗшӗ вара хирӗҫ пулнӑ.
Унӑн тивӗҫӗсене ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пурнӑҫласа пырӗ. Эппин, ку ӗҫ Юрий Кручинин ҫине тиенӗ. Парламентари ку должноҫе регионти хыснана перекетлес тӗлӗшпе пӗтерме йышӑннӑ.
Аса илтерер: ачасен прависене унччен Вячеслав Рафинов хӳтӗленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |